2020-мĕш çулхи январĕн 15-мĕшĕнче «Сенкер инçет» олимпиадăн онлайн тапхăрĕ иртет. Ăна И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕ ирттерет.

Ăмăртăва чăваш шкулĕсенче вĕренекен 8-9, 10-11 класс ачисем тата колледж студенчĕсем хутшăнма пултараççĕ.


«Сенкер инçет» олимпиадăн пĕрремĕш тапхăрĕ интернетра, Чăваш патшалăх университечĕн Moodle вĕрентӳ системинче иртет. Чăваш чĕлхипе тата литературипе хатĕрленĕ ыйтусене http://moodle.chuvsu.ru сайтра 10.00 сехетрен пуçласа 21.00 сехетчен хуравламалла пулать.


«Сенкер инçет» олимпиадăн онлайн ыйтăвĕсене 50% ытла хуравлама пултарнă шкул ачисене И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне иккĕмĕш тапхăра чĕнетпĕр, вăл 2020-мĕш çулхи январĕн 30-мĕшĕнче иртет, 11:00 сехетре пуçланать (адрес: Шупашкар хули, Университет урамĕ, 38-мĕш çурт, 4-мĕш этаж, вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕ).

Ыйтса пĕлмелли телефон: 8-937-39-39-783 (Иванова Алена Михайловна).


«Сенкер инçет» олимпиадăн онлайн тапхăрне хутшăнма çак инструкципе усă курăр:


1. Интернета кĕрсе http://moodle.chuvsu.ru сайта уçăр. Экранăн сулахай çӳл кĕтесри «Вход» ссылка çине пусса хăвăрăн кабинета кĕрĕр. Ун пек кабинет çук пулсассăн – регистрациленĕр («Создать учетную запись» ссылка çине пусса кабинет йĕркелĕр).


2. Хăвăрăн кабинета кĕнĕ хыççăн «Олимпиады 2019–2020» ссылкăпа усă курса «Сенкер инçет» олимпиадăн страницине уçăр.


3. «Анкета участника» ссылкăпа усă курса малтан анкета тултарăр, ăна тума «Добавить запись», унтан «Новая запись» кнопкăсене пусăр та хăвăрăн хушаматпа ятăра, электрон адресне, шкул тата ертӳçĕ ятне çырăр. Анкетăна тултарнă хыççăн «Сохранить и посмотреть» ссылкăна пусăр.


4. Олимпиада ыйтăвĕсене икĕ ушкăн валли хатĕрленĕ: 8–9 классем тата 10–11 классем. Икĕ категоринчен пĕрне суйласа илĕр те ыйтусене хуравлама пуçлăр. Тестсене пурнăçлама 45 минут вăхăт уйăрнă.


5. Ыйтусене хуравласа пĕтерсен «Отправить все и завершить тест» ссылкăна пусса хăвăрăн результатăрпа паллашсамăр.


Ăнăçу сунатпăр!