Чăваш Республикин Аслă Канаш Президиумĕн 1992 çулхи ака уйăхĕн 9-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, тăван республикăмăрта çулсерен чăваш чĕлхи кунне уявлаççĕ. Ăна ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Çак уяв чăваш çырулăхне йĕркелесе янă И.Я. Яковлев çуралнă кунĕпе пĕр килет.


Хисеплĕ ĕçтешсем – тăван чĕлхемĕрĕн, тăван литературăн, тăван культурăн ылтăн çӳпçине ырми-канми тĕпчекенсем, тăван сăмах тĕнчин вăрттăнлăхĕсене ăруран ăрăва вĕрентекенсем!


Хаклă студентсем – чăвашла шăкăл-шăкăл калаçса, шăнкăр-шăнкăр юрласа, тăпăр-тăпăр ташласа тăван чĕлхемĕре, культурăна малалла аталантаракансем, чĕрĕлĕх паракансем!



Сире тăван чĕлхене халалланă çурхи илемлĕ уявпа – Чăваш чĕлхи кунĕпе саламлатăп. Чăваш пуплевĕн ытарайми ĕлккен сăнлăхĕсене, тарăн шухăшлă çаврăнăшĕсене, чуна ачашлакан ыр янравлăхне, асамлă йăлтăравĕсене тĕпчес-вĕренес ĕçĕр кал-кал пытăр, тăван чĕлхемĕре юратас, хисеплес, туптас кăмăлăр ан иксĕлтĕр. Ырлăх-сывлăх, çивĕч те пуян ăс-хакăл, ăнăçу сунатăп сире.


Чăваш чĕлхи – чăваш халăхĕн пуянлăхĕ-пурлăхĕ, халăх историйĕн тĕкĕрĕ. Чĕлхе пĕтсен – халăх пĕтет. Тăван чĕлхене упраса-сыхласа хăварасси, ăна малалла аталантарасси – çав чĕлхепе калаçакан кашни çыннăн тивĕçĕ те яваплăхĕ пулса тăмалла. Тăван сăмах вăл ламран лама куçса пырсан çеç, тин çуралнă пепкешĕн тăван сасă пулса тĕвĕленсен çеç малалла аталанать. Апла пулсан, чăваш чĕлхине çĕклесси, вăй-хăват кӳртесси такамран мар, хамăртанах килет.



Тăван сăмаха аталантарас тĕллевпе вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче, вĕренӳ планне пурнăçланисĕр пуçне, чылай мероприяти ирттеретпĕр. Вĕсен шутĕнче И.Я. Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхне, унăн Халалне тишкерекен лекцисем, чăваш тумĕн уявĕ, К.В. Иванов тĕпелĕнчи флэшмобсем, аслă поэтăмăра халалланă асăну саманчĕ, наука семинарĕ, вăл çуралнă-пурăннă çĕршыв çинчен йĕркеленĕ экскурси-презентаци, çавăн пекех сочиненисен, куçару ĕçĕсен, автор сăввисен конкурсĕсем, «Иванов вулавĕсем» конференци, шкул ачисем валли хатĕрленĕ «Сенкер инçет» олимпиада… Ку мероприятисенче – факультет студенчĕсен чуна çĕклекен янравлă сасси, преподавательсен тарăн шухăшлă та ăш пиллĕ калаçăвĕ, савăнăçлă ăшă саламсем...


Чăваш чĕлхи кунне çулсеренех çуркунне паллă тăватпăр. Çуркунне – чĕрĕлĕх палли. Юратнă Чăваш ен ӳссе-илемленсе, çĕкленсе аталаннă пекех, юратнă тăван чĕлхе те вăй-хăватлантăрччĕ. Тен, малашлăхра Чăваш чĕлхи кунĕ е чăваш чĕлхи эрни çеç мар, Чăваш чĕлхи çулталăкĕ те ирттерме пуçлăпăр. Чăваш чĕлхин чĕрĕ тымарĕ нихăçан та ан татăлтăрччĕ. Çапла пултăр!


Вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн деканĕ

А.М. Иванова.