Чăваш Енри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2017» акци иртет. Вăл 13 сехетре пуçланать.

Пĕтĕм чăваш диктантне икĕ тĕрлĕ çырма пулать: хăнăхнă мелпе тата радио итлесе.

Хăнăхнă мелпе çырас кăмăллисене 12 сехет те 50 минут тĕлне И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетне çитме йыхравлатпăр, адресĕ: Университет урамĕ, 38-мĕш çурт, 4-мĕш хутри 434-мĕш пӳлĕм.

Хапăл туса кĕтетпĕр!