Чăваш Ен наци радиовĕ эфира тухнăранпа çак кунсенче 10 çул çитрĕ. Уяв К.В. Иванов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче иртрĕ. Радиостанци коллективне юбилей ячĕпе министерствăсен представителĕсем, депутатсем, культурăпа искусство деятелĕсем, ĕçтешĕсем тата, паллах, радиоитлекенсем саламларĕç.


Чăваш Республикин информаци политикипе массăллă коммуникацин министр çумĕ Юлия Стройкова наци радиовещанине аталантарса пыракансене саламласа наградăсемпе чысларĕ, юбиляр командине кулленхи ĕçшĕн тав турĕ.


Чăваш Ен наци радиовĕн пĕрремĕш директорĕ пулса ĕçленĕ, халĕ Роскомнадзор управленийĕн ертӳçи Татьяна Евдокимова радиостанци ĕçĕ-хĕлĕн малтанхи çулĕсем пирки каласа кăтартрĕ, ĕçтешĕсене тав турĕ.


Салам сăмахĕсемпе Чăваш патшалăх университетĕнчи журналистика кафедрин пуçлăхĕ, Раççей Федерацийĕн журналистсен тата писательсен союзĕн членĕ А.П. Данилов та тухса калаçрĕ.


Ача-пăча радиопрограммисене йĕркелес ĕçре хастар пулнăшăн Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн пĕрремĕш курс студенткине Юлия Адюковăна Чăваш Ен наци радиовĕ Тав хучĕ парса чысларĕ. Юлия – Чăваш наци радиовĕн штатра тăман корреспонденчĕ, «Ачалăх урхамахĕ» радиопередачăна эфира кăларас ĕçе хастар хутшăнать.


Вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнчен вĕренсе тухнă, халĕ Чăваш Ен наци радиовĕнче вăй хуракансем чылайăн пулнине палăртмалла: эфирта Мария Самделова, Алена Арсентьева, Влад Московцев, Роза Деменцова, Алина Герасимова, Мальвина Петрова, Алексей Александров, Рената Волкова сассисем радиоитлекенсене кунсерен савăнтараççĕ.

Чăваш Ен наци радиовĕн ĕçченĕсене юбилейпа саламласа ăнăçу, çитĕнӳсем сунатпăр!