2019 çулхи майăн 8-мĕшĕнче Аслă Çĕнтерӳ уявне халалласа факультетра «Салтак юррин сехечĕ» юрăллă-литературăллă композици лартрĕç. Ăна йĕркелекенĕ – чăваш филологийĕпе культура кафедрин профессорĕ, Чăваш Республикин халăх артисчĕ И.И. Иванов.


Студентсем вăрçă çинчен сăвăсем вуларĕç, 1941–1945 çулсенче тата вăрçă хыççăнхи мирлĕ вăхăтра çырăннă «Священная война», «Тёмная ночь», «Огонёк», «Эх, дороги», «Смуглянка», «День Победы» юрăсене купăс çеммипе юрларĕç.


Факультет преподавателĕсем вăрçă çулĕсен историне аса илчĕç, совет салтакĕсен паттăрлăхĕпе чăтăмлăхне куç умне кăларчĕç, тылра юлнă хĕрсемпе хĕрарăмсен хастарлăхне палăртрĕç.


Факультет деканĕ А.М. Иванова мероприятие хутшăнакансене уявпа саламларĕ, çамрăк ăрăвăн çĕршыва юрăхлă çынсем пулма тăрăшмаллине палăртрĕ.