Раççей Федерацийĕн наука тата аслă пĕлӳ Министерствин хушăвĕпе килĕшӳллĕн факультетри журналистика уйрăмĕн 3-мĕш курс студенчĕсене Ксения Скворцовăна тата Алина Хабибуллинăна паллă поэт, публицист А.А. Вознесенский стипендине пама йышăннă. Кун пек стипендие Раççейре кăçал пурĕ 10 вĕренекен илсе тăрĕ.


Ксенипе Алина ку çĕнтерĕве вĕренӳри, наукăри тата пултарулăх ĕçĕнчи çитĕнĕвĕсемшĕн тивĕçнĕ. Сăмах май, вĕсем иккĕшĕ те 2019-мĕш çулта «Университетри студентсен чи лайăх ушкăнĕ» пулса тăнă ФЖ-21-16 группăра вĕренеççĕ, университетри пресс-служба тата информаци пайĕпе килĕштерсе хастар ĕçлеççĕ.


Ксенипе Алинăна саламлатпăр, ытти пысăк çĕнтерӳсем тума сунатпăр!