2019 çулхи май уйăхĕн 15-мĕшĕнче Шупашкарти «Амазония» этнокомплексра «Ульяновец» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ 57-мĕш çăмăл атлетика эстафети иртрĕ. Ăна Шупашкар хули 550 çул тултарнине тата Аслă Çĕнтерӳ пулнăранпа 74 çул çитнине халалланă.


Вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн преподавателĕсемпе студенчĕсем мероприятие хастар хутшăнчĕç.


Спортсменсене тата вĕсемшĕн хумханакансене И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ А.Ю. Александров саламларĕ.


«Ульяновец» хаçатăн тĕп редакторĕ О.В. Герасимова, çавăн пекех пĕтĕм тĕнче класлă Раççей спорт мастерĕ, пирĕн факультетран вĕренсе тухнă, халĕ Чăваш Ен наци телевиденийĕн редакторĕ Мальвина Петрова та салам сăмахĕсем каларĕç.


Эстафетăра чи малтан ректорат членĕсемпе университетри структура подразделенийĕн ертӳçисем чупрĕç.


Кайран 76 команда ăмăртрĕ, мероприятие 400 ытла студентпа преподаватель хутшăнчĕ.


Чи маттур спортсменсемпе командăсем кубоксемпе медальсене, дипломсене, призсене тивĕçрĕç.


«Ульяновец» хаçатăн эстафети университетра вĕренекенсемпе ĕçлекенсем сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăшнине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ.