2019 çулхи çу уйăхĕн 23-24-мĕш кунĕсенче Шупашкарта «Волга-Янцзы» форум иртрĕ, вăл Раççейри 50 тата Китайри 29 аслă шкула пĕрлештерет.

Форум хăйĕн ĕçне И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕпе паллаштарассинчен пуçларĕ.


Делегатсене университет ректорĕ А.Ю. Александров тата медицина факультечĕн деканĕ В.Н. Диомидова кĕтсе илчĕç. Вĕсем хăнасемпе экскурси ирттерчĕç, университетри çĕнĕ вĕренӳ лабораторийĕсемпе, музейсемпе паллаштарчĕç, килĕштерсе ĕçлемелли çыхăнусене аталантарас ыйтусене сӳтсе яврĕç.


Вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн студенчĕсем çак тĕлпулăва хастар хутшăнчĕç. Вĕсем пысăк йышлă делегатсене çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç, хăнасене илемлĕ ташă-кĕвĕпе савăнтарчĕç.