И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студентне, олимп резервлă 2-мĕш спорт шкулĕнчи фристайл уйрăмĕн вĕренекенне Лана Прусаковăна Красноярск хулинче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери хĕллехи универсиадăри çĕнтерÿшĕн республика бюджетĕнчен 75 пин тенкĕ уйăрма палăртнă.



Ку йышăнăва Чăваш Республикинчи Министрсен кабинечĕн председателĕ Иван Моторин алă пуснă. Документа ЧР влаç органĕсен официаллă порталне вырнаçтарнă.


Спортсменка пĕр çул хушши уйăхсерен 7,5 пин тенкĕ стипенди те илсе тăрĕ. Унăн вĕрентекенĕ Никита Васильев 2019 çулхи Пĕтĕм тĕнчери хĕллехи универсиада çĕнтерÿçине хатĕрленĕшĕн 37 пин те 500 тенке тивĕçĕ.


Аса илтеретпĕр, маларах Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Лана Прусаковăпа Никита Васильева «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе чысланăччĕ.


Çак эрнерех Раççей Правительствинче Красноярскра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери хĕллехи универсиада çĕнтерÿçисене 200 пин тенкĕ преми пама йышăннă. Право информацийĕсен официаллă интернет-порталĕ палăртнă тăрăх, кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ çĕнтерÿçĕсем 125 пин тенке тивĕçĕç, пăхăр медальлисене 100 пин тенкĕ парĕç.


Çĕнтерÿçĕсене хатĕрленĕ специалистсем валли те хавхалану пур: 1-мĕш вырăншăн 100 пин тенкĕ илĕç, 2-мĕш вырăншăн – 60 пин тенкĕ, 3-мĕш вырăншăн – 40 пин тенкĕ.


Красноярскра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери хĕллехи универсиадăра Раççей спортсменĕсем пурĕ 112 медаль (41 ылтăн, 39 кĕмĕл, 32 пăхăр) çĕнсе илнĕ.


Чӑваш Республикин физкультурӑпа спорт министерстви сайчĕн материалĕ тӑрӑх.