Çĕртмен 1-мĕшĕнче журналистика уйрăмĕнче вĕренекен 30 ытла студента «Поехали» телеканалăн «Звуки всюду» телепрограммин пултарулăх ушкăнĕпе тĕл пулма Шупашкарти «Волжский» кинотеатра чĕнчĕç. «Звуки всюду» программа питĕ хăйне евĕрлĕ, мĕншĕн тесен ун ертӳçи Руслан Фаршатов хăйĕн ушкăнĕпе пĕрле çĕр-шыв тăрăх çӳренĕ май тĕрлĕ сасăсем çырса илет те вĕсенчен пĕтĕмĕшле музыка композицийĕ тăвать.


Чăваш ен çинчен ӳкернĕ фильм хăтлавне çавăн пекех программа режиссерĕ Рустем Аднабаев, «Поехали» телеканалăн креативлă продюсерĕ Артур Тарасенко, «ТуЖур» программа ертӳçисем Илья Черепанов тата Вова Капри хутшăнчĕç. Пулас журналистсем хăйсен профессийĕпе çыхăннă вуншар ыйту пачĕç хăнасене: камерăсене епле хăнăхмалла тата вĕсен умĕнче пăлханас мар тесен мĕн тумалла, çĕнĕ проектсем епле шутласа тупмалла т.ыт.те. Ку тĕл пулу пулас журналистсемшĕн чăн-чăн мастер-класс ирттернипе танах пулчĕ.


Çавăн пекех Чăваш патшалăх университечĕн акт залĕнче çамрăксем «Пĕрремĕш» каналри «Поле чудес» программа ертӳçипе Леонид Якубовичпа тĕл пулса ăна тĕрлĕ ыйтусем пачĕç. Калăпăр, Хĕллехи пĕтĕм тĕнчери Универсиадăн чемпионки Лана Прусакова унран епле спорт тĕсне кăмăллани пирки ыйтса пĕлчĕ. Леонид Аркадьевич вара хăй сĕтелçи теннисне кăмăлланине пĕлтерчĕ. Паллах, пирĕн студентсем çак кун Пĕрремĕш каналăн корреспонденчĕсем Светлана Костина, Олег Матюшин, Андрей Бакашев, Илья Андреев, Нина Кореева епле ĕçленине пăхса хак пама пултарчĕç. Кунсăр пуçне вĕсен паллă журналистсемпе - Арина Шараповапа, Дмитрий Борисовпа, Алексей Лысенковпа, Марина Кимпа, Юлия Барановскаяпа, Роза Сябитовапа – калаçма та май пулчĕ.