Вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче вырăс чĕлхине ют чĕлхе пек вĕрентекен кафедра ĕçченĕсем тарăшнипе вырăс чĕлхин йăлана кĕнĕ олимпиади иртрĕ. Унта университетăн хатĕрленÿ уйрăмĕнче вĕренекен Сири, Ирак, Египет, Замби, Марокко, Экваториаллă Гвинея, Шри-Ланка, Иран, Ангола, Иордани, Танзани, Афганистан, Алжир, Палестина, Китай яшĕсемпе хĕрĕсем хутшăнчĕç.


Олимпиадăна хутшăнакансем валли вырăс чĕлхине мĕнле шайра пĕлнине, чĕлхене мĕн таран туйма пултарнине тата пултарулăх шайне палăртакан тĕрлĕ ыйтусем хатĕрленĕ. Çак ăс-тăн ăмăртăвне вырăс чĕлхине вĕренес туртăма ÿстерес тĕллевпе йĕркеленĕ. Кунсăр пуçне, олимпиада вĕренекенсен пултарулăхне ÿстерме тата вĕсене тĕпчев ĕçне явăçтарма пулăшĕ. Олимпиадăна хутшăннисем сертификатсене, çĕнтерÿçĕсем – дипломсемпе ятарлă парнесене тивĕçрĕç.


Ют çĕршывран вĕренме килнисене эпир вырăс чĕлхине алла илес ĕçре ăнăçусем сунатпăр!!!