Вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче вĕренекен студентсен театра çӳрес ырă йăла пур. Эрнесеренех вěсем Шупашкарти театрсене çӳресе тĕрлĕ спектакль пăхаççĕ. Чӳк уйăхĕн 18-мĕшĕнче те чăваш филологи уйрăмĕн 1–2-мěш курс студенчěсем И. Иванов преподаватель-артист ертсе пынипе К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче пулчěç. Вĕсем Арсений Тарасовăн «Мунча кунĕ» 2 пайлǎ драмине курса киленчěç. Спектакль студентсене тыткăна илчě.


1-мěш курс студентки Настя Сидорова хăйĕн шухăшне палăртмасăр чăтаймарĕ: «Еплерех асамлă тĕнче иккен вăл, театр! Артистсем тĕлĕнмелле ăста выляççĕ. Вĕсен кашни хусканăвĕ мана тыткăна илчĕ». «Мунча кунĕ» драма паянхи пурнăçăн тĕп ыйтăвĕсене хускатать, çавăнпа та вăл кирек камшăн та кăсăклă спектакль. Студентсем вăхăта усăллă ирттернипе пĕрлех малашне театра тата ытларах çӳреме кăмăл пуррине пĕлтерчĕç.