Чи илемлĕ салам сăмахĕсен конкурсĕ декабрĕн 1–15-мĕш кунĕсенче иртрĕ. Чăвашла çырнă чи илемлĕ салам сăмахĕсене студентсем тата 9–11 классенче вĕренекенсем шăрçаларĕç.

Жюри членĕсем ĕçсене тăватă номинаципе хак пачĕç:

«Çĕнĕ çул саламĕ»;

«Çуралнă кун саламĕ»;

«Мартăн 8-мĕшпе саламлани»;

«Çĕршыва хӳтĕлекенсен кунĕпе саламлани».


«Ăшă салам кăшăлĕ» конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем хатĕр. Чи илемлĕ салам сăмахĕсен авторĕсене саламлатпăр!


Çĕнтерӳçĕсене 2020-мĕш çулхи январĕн 30-мĕшĕнче дипломсемпе парнесем парса чыслăпăр (вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнчи 434-мĕш аудиторинче 14:00 сехетре пуçланать).


Чи илемлĕ салам сăмахĕсене вара декабрĕн 26-мĕшĕнче Чăваш наци радио эфирĕнчи «Чăваш сăмахĕ» передачăра вуласа парĕç (пуçламăшĕ – 16:10).


Çĕнтерӳçĕсемпе паллашар:


«Çуралнă кун саламĕ» номинаци

1-мĕш вырăн

Владимиров Дмитрий, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи радиоэлектроникăпа автоматика факультечĕн студенчĕ.

2-мĕш вырăн

Аверьянова Татьяна, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи медицина факультечĕн студенчĕ.

Аниферова Екатерина, Çĕрпӳ районĕнчи Опытнăй вăтам шкулĕн вĕренекенĕ.

Ванюшина Диана, Елчĕк районĕнчи Елчĕк вăтам шкулĕн вĕренекенĕ.

3-мĕш вырăн

Спиридонова Ангелина, Муркаш районĕнчи Çатракасси вăтам шкулĕн вĕренекенĕ.

Иванов Игорь, Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул вĕренекенĕ (Патăрьел районĕ).

Лукина Софья, Шупашкарти 62-мĕш вăтам шкул вĕренекенĕ.


«Çĕнĕ çул саламĕ» номинаци

1-мĕш вырăн

Ишмуратова Виктория, Елчĕк районĕнчи Елчĕк вăтам шкулĕн вĕренекенĕ.

2-мĕш вырăн

Савукова Юлия, Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкри вăтам шкул вĕренекенĕ.

3-мĕш вырăн

Полозова Алена, Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕ филиалĕнчи пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕн студенчĕ.

Хоммадова Ольга, Шупашкар районĕнчи Атайкасси вăтам шкулĕн вĕренекенĕ.


«Çĕршыва хӳтĕлекенсен кунĕпе саламлани» номинаци

1-мĕш вырăн

Ялтикова Татьяна, Куславкка районĕнчи Елчĕк вăтам шкулĕн вĕренекенĕ.

2-мĕш вырăн

Селиверстрова Кристина, Патăрьел районĕнчи Аслă Чемен вăтам шкулĕн вĕренекенĕ.

3-мĕш вырăн

Легай Анастасия, Шупашкар районĕнчи Кӳкеç лицейĕн вĕренекенĕ.


«Мартăн 8-мĕшпе саламлани» номинаци

2-мĕш вырăн

Майкова Яна, Патăрьел районĕнчи Ыхра Çырми вăтам шкулĕн вĕренекенĕ.