2019 çулхи раштав уйăхĕн 23-мĕшĕнче Тутар Республикин Наука академийĕн Г. Ибрагимов ячĕллĕ Чĕлхе, литература тата искусство институтĕнче «Тĕрĕк тĕнчин театрĕ: аталану çул-йĕрĕсем» конференци иртрĕ.


Чăваш Республикинчен унта чăваш филологийĕпе культура кафедрин доценчĕ Е.Р.Якимова хутшăнчĕ.


Вăл чăваш театрĕн аталанăвĕ тата унăн ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнчи наци пурнăçĕнчи вырăнĕ пирки доклад турĕ.


Конференцире калаçу наци театрĕсен аталанăвĕн проблемисем, сцена искусствин нацилĕх уйрăмрăхĕсем, театр репертуарĕ йĕркелес ыйтусем тата паянхи театрăн актуаллă проблемисем тавра иртрĕ.