Чӳк уйăхĕн 4-мĕшĕнче вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн студенчĕсемпе преподавателĕсем Раççейри Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалласа ирттернĕ мероприятисене хутшăнчĕç: Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче республика шайĕпе иртнĕ «Раççей халăхĕсен пĕрлĕхлĕ çемйи» наци культурисен II фестивалĕнче, регионти наципе культура пĕрлешĕвĕсен пултарулăх коллективĕсен гала-концертĕнче, çавăн пекех Хĕрлĕ лапамра иртнĕ уяв митингĕнче пулчĕç.

Пĕлсе тăма:

Раççейре Халăх пĕрлĕхĕн кунне Владимир Путин Президент ал пусса çирĕплетнĕ йышăнупа килĕшӳллĕн 2005-мĕш çулхи ноябрĕн 4-мĕш кунĕнче паллă тума пуçланă. Ку уяв 1612-мĕш çулхи пулăмсемпе çыхăннă. Çав çулсенче Кузьма Мининпа Дмитрий Пожарский ертсе пынă ирĕклĕ çар Мускава Польша интервенчĕсенчен хăтарнă. Истори тĕлĕшĕнчен çак уяв XVII ĕмĕрти Раççейре пăлхавлă вăхăтсем (Смутное время) вĕçленнипе çыхăннă. Ку тапхăр Хаяр Иван патша вилнĕ 1584 çултан пуçласа 1613 çулта Романовсен династийĕ пуç пулса тăриччен пынă. К. Мининпа Д. Пожарский ертсе пыракан çара Раççейре пурăнакан пур халăх та хутшăннă. Çав çĕнтерӳ çĕршыва ура çине тăрса çирĕппĕн аталанма пулăшнă. Тăшмана парăнтарма Хусан Турамăшĕн иконĕ пулăшнă тесе ĕненнĕ. Çавна май Д. Пожарский хăй укçипе Мускаври Хĕрлĕ лапамра Хусан соборне туса лартнă. Чиркӳ календарьне çак уяв 1612 çулта Мускавпа Раççее поляксенчен хăтарма пулăшнă Хусан Турамăшĕн иконне тав тумалли кун пек кĕнĕ.

Çапла вара, Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ – çĕнĕ уяв мар, кивĕ йăласене чĕртсе тăратни пулать.