Вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче раштав (декабрь) уйăхĕн 7-мĕшĕнче Литература çулталăкне халалласа сăвă вулакансен конкурсĕ иртет. Ăмăртăва 5-11 классенче вĕренекен шкул ачисем тата студентсем хутшăнма пултараççĕ.

Конкурса йĕркелекенĕ – вырăс чĕлхипе литература кафедри.

Конкурс номинацийĕсем:

«Майский свет Победы» (Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерӳ тунăранпа 70 çул çитнине халалласа );

«Родина моя, Русь…» (Тăван çĕршыв тематики);

Русская классическая и современная поэзия (А. Фет, Б. Пастернак, С. Есенин, К. Симонов пултарулăхĕ тăрăх);

«Турнир поэтов» (харпăр хăй çырнă сăвăсене вуласси).

Заявкăсене This email address is being protected from spambots. You need JavaScript enabled to view it.; This email address is being protected from spambots. You need JavaScript enabled to view it. электрон адреспа ямалла.

Ыйтса пĕлмелли телефон: 89278606722 – Светлана Владимировна Федяй.