Чӳк (ноябрь) уйăхĕн 25-мĕшĕнче 15.00 сехетре «Çĕнĕ тĕнчепе паллашар» кружокăн черетлĕ занятийĕ иртет. Унăн теми – «Культурăсен хутшăнăвĕ: Раççей тата араб тĕнчи». Кунта араб çырулăхне вĕрентекен маçтăр-класс ирттерме палăртнă.

Кружок хăнисем – И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренекен Сири тата Израиль студенчĕсем.

9-11-мĕш классем! Сире кружока килме чĕнетпĕр!

Вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче 407-мĕш пӳлĕмре (Университет урамĕ, 38) пухăнатпăр.

Ыйтса пĕлмелли телефон:

8 927 854 79 54 – Петухова Мария Евгеньевна,

8 905 344 32 35 – Симулина Ирина Алексеевна.