2015 çулхи чӳк уйăхĕн 27-мĕшĕнче вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕ Университетăн Ăслăлăх библиотекипе пĕрле 9-11 класра вĕренекен шкул ачисем валли "К.В. Иванов пурнăçĕпе пултарулăхĕ" интернет-олимпиада ирттерчĕ. Унта 9-11 класри шкул ачисем, техникум-колледжра вĕренекенсем хастар хутшăнчĕç, аслă сăвăçăмăрăн пурнăçĕпе пултарулăхне лайăх пĕлнине кăтартрĕç. Вĕсен йышĕнче – Чăваш Ен, Тутарстан, Пушкăртстан çамрăкĕсем. Пĕтĕмпе 270 хутшăнакан пулчĕ.

Ăмăртура пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнисем – 100 балл пухма пултарнисем. Иккĕмĕш вырăна – 92-93 балл, виççĕмĕш вырăна – 90-91 балл пухнисем тухрĕç.

Çĕнтерӳçĕсене хĕрӳллĕн саламлатпăр, раштав (декабрь) уйăхĕн 5-мĕшĕнче хамăр факультетра дипломсем парса чыслама чĕнетпĕр (11 сехетре, 434-мĕш пӳлĕмре пухăнатпăр).

Олимпиада пĕтĕмлетĕвĕсем