Паянхи аслă шкулта вĕрентекенĕн çаврăнăçуллă пулмалла, хăйĕн пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ аталантармалла, унсăрăн пурнăçпа тан пыраймăн. Çавна шута илсе вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн преподавателĕсен вĕрентӳ процесĕ университетри аудиторисенче çеç мар, факультет тулашĕнче те тухăçлă иртет. Акă чăваш филологийĕпе культура кафедрин доценчĕсем Елена Петровна Чекушкина тата Екатерина Романовна Якимова «Чăваш ен» наци телевиденийĕнче «Литература тĕпелĕ» кăларăм ертсе пыраççĕ. Чăваш сăмахлăхĕпе, литература историйĕпе, çыравçăсен пултарулăхĕпе çыхăннă темăсене хускатса вĕсем куракансем валли кашни уйăхрах паха передачăсем йĕркелеççĕ.

Кăçалхи юпан 4-мĕшĕнче Николай Иванович Ашмарин (1870–1933) çуралнăранпа 145 çул çитрĕ, çавна май черетлĕ кăларăма ученăй-тюрколог хатĕрленĕ 17 томлă словаре халалларĕç. Передачăна чăваш филологийĕпе культура кафедрин профессорĕ Виталий Григорьевич Родионов тата Ираида Васильевна Мукина доцент та хутшăнчĕç. Кăларăмра студентсемпе шкул ачисене, вĕрентекенсене кăсăклантармалли фактсем чылай пулчĕç. Уйрăм халăхăн илемлĕ сăмахлăхĕпе чĕлхи яланах тачă çыхăнура пулса аталанни пирки калаçрĕç, чăвашсен паянхи илемлĕ литератури тăван чĕлхе эткерĕсĕр малалла каяйманнине палăртса хăварчĕç.