Куçăн мар (заочнăй) уйрăма вĕренме кĕмелли заявленисене раштав (декабрь) уйăхĕн 31-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Çак йĕркене раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Ăслăх канашĕнче çирĕплетнĕ, ăна абитуриентсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсен сĕнĕвĕсене шута илсе пăхса тухнă.


Чăваш филологи уйрăмне вĕренме кĕрекенсен çакăн пек экзаменсем тытмалла:

1. Вырăс чĕлхи (ЕГЭ)

2. Вырăс литератури (ЕГЭ)

3. Обществознани (ЕГЭ)

4. Чăваш чĕлхипе литератури (сочинени, факультетра çыртараççĕ).


Журналистика уйрăмне вĕренме кĕрекенсен çакăн пек экзаменсем тытмалла:

1. Обществознани (ЕГЭ)

2. Вырăс чĕлхи (ЕГЭ)

3. Вырăс е чăваш чĕлхипе литератури (сочинени, факультетра çыртараççĕ)

4. Собеседовани (факультетра иртет).


Профессиллĕ вăтам пĕлӳ илнĕ абитуриентсем экзаменсене университетрах, традициллĕ формăпа тытаççĕ.