Раштав (декабрь) уйăхĕн 9-мĕшĕнче факультетри вырăс уйрăмĕнче студентсен «Филологин актуаллă ыйтăвĕсем» наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Унта пилĕк секци ĕçлерĕ: «Вырăс литератури», «Ют çĕршыв литератури», «Вырăс чĕлхи», «Вырăс чĕлхи тата пуплев культури» (факультетсем хушшинче), «Наукăри пĕчĕк утăмсем» (шкул ачисем валли). Конференцире вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн 1-4 курс студенчĕсем, искусство, ют чĕлхе, юридици факультечĕсен, социаллă технологипе управлени, историпе географи, информаци технологийĕпе физика факультечĕсен студенчĕсем хутшăнчĕç. Докладсемпе тухса калаçакан хăнасем хушшинче çавăн пекех Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Етĕрне шкулĕсенче вĕренекенсем, Шупашкарти коопераци техникумĕн студенчĕсем те пулчĕç. Вĕсем «Ăслăлăхри пĕрремĕш утăмсем» секцире ĕçлерĕç.