Раштав уйăхĕн 10-мĕшĕнче "Сенкер инçет" олимпиадăн онлайн-тапхăрĕ иртрĕ. Университетăн Ăслăх канашĕн йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн ăна 2011-мĕш çултанпа ирттереççĕ. Ăмăртăва хутшăнакансен йышĕ çулсерен ӳссе пырать. Кăçал олимпиада пиллĕкмĕш хут иртрĕ, унта Чăваш Енри тата Раççейĕн ытти регионĕсенчи вырăс тата чăваш шкулĕсенче 8-11 классенче вĕренекен 750 ытла шкул ачи хутшăнчĕ, вĕсенчен 50 ытла – Тутарстанпа Пушкăртстанран тата Чĕмпĕр тăрăхĕнчен. Интернет çыхăнăвĕпе усă курса ачасем чăваш чĕлхипе литературине мĕнле пĕлнине тĕрĕслерĕç.

Олимпиадăн иккĕмĕш (пĕтĕмлетӳ) тапхăрĕ 2016-мĕш çулхи нарăс е пуш уйăхĕнче вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче иртĕ. Унта пĕрремĕш тапхăрта пысăк балл пуçтарнисем хутшăнма пултараççĕ. Онлайн-тапхăр пĕтĕмлетĕвĕсемпе çитес вăхăтрах сайтра олимпиада страницинче паллашма пулĕ.

Пĕрремĕш тапхăра ăнăçлă вĕçленĕ вĕренекенсене хĕрӳллĕн саламлатпăр, çитес ăмăртура ăнăçу сунатпăр!