Раштав (декабрь) уйăхĕн 17-мĕшĕнче Ĕпхӳри «Пушкăртстан» патшалăх конценрт залĕнче Пĕтĕм Раççейри «Культурăсен хутлăхĕнчи наци литератури» наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Форумра Раççейри тата Пушкăрт Республикинчи Литература çулне пĕтĕмлетрĕç.

Унта И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн делегацийĕ ячĕпе чăваш филологийĕпе культура кафедрин профессорĕ, филологи наукисен докторĕ В.Г. Родионов хутшăнчĕ, пленарлă ларура «Наци этнокультури йĕркеленнĕ тапхăрти чăваш литературин вырăнĕпе пĕлтерĕшĕ» доклад турĕ.

Конференцире наци литературин паянхи аталанăвне, наци кĕнекине пичетлес, куçарас ыйтусене тишкерчĕç.