Нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн делегацийĕ (университетăн йышăну комиссийĕн яваплă секретарĕ О.Е. Гаврилов, чăваш тата вырăс филологийĕпе журналистика факультечĕн деканĕ А.М. Иванова, унăн наука енĕпе ĕçлекен çумĕ О.Г. Владимирова тата студентсем) Тутар Республикин Анат Кама районĕнчи 34 №-лĕ гимнази-интерната çитсе килчĕ. Унта Тутар Республикинчи Элмет, Анат Кама, Çарăмсан, Аксу тата Алексеевски районĕсенчи чăваш культури компоненчĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулсем хушшинче регион шайĕнчи "Мĕн? Ăçта? Хăçан?" вăйă-конкурс иртрĕ.

Çамрăксене пурнăçра професси тĕрĕс суйласа илме майсем туса парас тĕллевпе И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ вĕрентекенĕсем аслă класра вĕренекенсемпе тĕл пулса калаçрĕç. Тĕл пулăва пухăннисене саламлама влаç органĕнчи тата чăваш культура центрĕнчи хăнасем те çитрĕç.

Университетăн йышăну комиссийĕн яваплă секретарĕ О.Е. Гаврилов пухăннисене Чăваш патшалăх университечĕ çинчен каласа кăтартрĕ, факультетсемпе, специальноçсемпе, йышăну йĕркипе паллаштарчĕ. А.М. Иванова чăваш тата вырăс филологийĕпе журналистика факультечĕ пирки, университетра тĕп аслă пĕлӳпе пĕрлех хушма пĕлӳ илме май пур пирки калаçрĕ. О.Г. Владимирова чăваш диаспорипе çыхăнусене çухатмалла маррине асăрхаттарчĕ. Пухăннисене чăваш тата вырăс филологийĕпе журналистика факультечĕн студенчĕсем Анна Ижетниковăпа Георгий Смирнов илемлĕ чăваш юрри-кĕввипе, Андрей Петров тĕлĕнтермĕш фокуссемпе савăнатрчĕç.

Тĕл пулура Тутар Республикин Анат Камăри 34 №-лĕ гимнази-интернатпа И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ пĕрле ĕçлеме килĕшӳ турĕç. Гимнази директорĕ Галина Анатольевна университет ректорне А.Ю. Александрова университет вĕрентекенĕсемпе тĕл пулма майсем туса панăшăн тав турĕ.