Артем Гаврилов студент Раççей Федераци Президенчĕн стипендине тивĕçнĕ Раççей Федерацийĕн Вĕренӳпе ăслăлăх министерствин 2015 çулхи октябрĕн 13-мĕшĕнчи 1131 номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, Артем Гаврилов студент Раççей Федераци Президенчĕн стипендине тивĕçнĕ. Вĕренӳпе ăслăлăхри ӳсĕмсемшĕн вăл 2015 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2016-мĕш çулхи июнĕн 30-мĕшĕччен кашни уйăхра 2200 тенкĕ стипенди илсе тăрĕ.

Артем – вĕренӳ отличникĕ, журналистика уйрăмĕнче 4-мĕш курсра вĕренет. Пĕрремĕш курсран пуçласах Наци радиора «Студентсен хули» çамрăксен передачине ертсе пырать. Студентсен пуян пурнăçне туллин сăнлакан çак передача пĕтĕм Раççейри студентсемпе çамрăк журналистсен «Хрустальная стрела» (2013, 2014) тата «Медиапокорение-2014» конкурссенче лауреат ятне çĕнсе илнĕ.

Артем Гаврилов – Раççей журналистсен союзĕн членĕ. Вăл çулсерен иртекен наукăпа практика конференцийĕсенче пĕрре мар çĕнтерӳçĕ пулнă, тăтăшах массăллă информаци хатĕрĕсен фестивалĕсенче хутшăнать. 2012 тата 2015-мĕш çулсенче Чăваш Республика пуçлăхĕн ятарлă стипендине, 2015-мĕш çулта А. Солженицын стипендине тивĕçнĕ.

Факультет ячĕпе Артема саламлатпăр, малашне те хастар, маттур пулма сунатпăр.