2016 çулхи нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне халалланă "çавра сĕтел" тата Э. Алос-и-Фонт калăпланă "Чăваш Республикинчи чĕлхе тăрăмне тĕпчени" (Шупашкар: ЧПГĂИ, 2015) кĕнеке презентацийĕ иртрĕ. Наци библиотекин иккĕмĕш хутĕнче вырнаçнă наци литературипе библиографи пайне ăслăлăхпа вĕренÿ, культурăпа хаçат-журнал ĕçченĕсем, общество хастарĕсем, чăваш чĕлхи пуласлăхĕпе кăсăкланакансем чылайăн пуçтарăнчĕç.

Тухса калаçакансен шутĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн истори енĕн ăслăлăх ĕçтешĕ, Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ А.П. Леонтьев, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн истори енĕн тĕп ăслăлăх ĕçтешĕ, истори ăслăлăхĕсен докторĕ И.И. Бойко, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн истори енĕн тĕп ăслăлăх ĕçтешĕ, истори ăслăлăхĕсен докторĕ В.П. Иванов, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн профессорĕ Г.Н. Семенова, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн филологи енĕн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ А.П. Долгова, «Хавал» чăваш халăх пĕрлешĕвĕн Килĕшÿ канашĕн пайташĕ, Тăван мар чĕлхесене вĕренмелли «Ăнăçу чĕлхи» шкулăн коммерци директорĕ А.В. Блинов, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин доценчĕ Т.В. Артемьева, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн филологи енĕн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ А.В. Кузнецов, философи ăслăлăхĕсен докторĕ Г.М. Матвеев, Раççейри «Чăвашсен наципе культура автономийĕн» Самара облаçĕнчи уйрăмĕн президенчĕ Л.Н. Павлова т.ыт.те пулчĕç. Вĕсем Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ăслăлăх ĕçтешĕ Эктор Алос-и-Фонт хатĕрленĕ кĕнеке чăваш халăхĕн шăпипе кăсăкланакан, чăваш чĕлхипе культури аталанса пыччăр тесе тăрăшакан кашни çыннăн сĕтелĕ çинче пулмаллине палăртрĕç.

"Чăваш ен" ГТРК хатĕрленĕ ВИДЕОРЕПОРТАЖ.