Нарăсăн (февралĕн) 8-9-мĕш кунĕсенче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче Раççей ăслăлăх кунне халалланă мероприятисем иртрĕç. Унта вырăс тата чăваш филологийĕпе журналисика факультечĕн ĕçтешĕсемпе вĕренекенĕсем те хутшăнчĕç, наука доклачĕсем итлерĕç тата "Аслă халăхăмăрăн историйĕ" документаллă-илемлĕ фильмпа паллашрĕç. Чăваш филологийĕпе культура уйрăмĕнче вĕренекен студентсемшĕн "Хальхи чăваш социумĕ: калаçу чĕлхисем" тата И.А. Патмар фольклористпа Ю.С. Сементер поэта халалланă "Чăваш сăмахлă культуринчи сăнсем" сессисенчи докладсем кăсăклă пулчĕç. Вĕренекенсем Ю. Сементер пултарулăхĕн тĕнчипе, И. Патмар пухнă материалсене тĕпченĕ ĕçсемпе паллашрĕç, вĕренӳре усă курмалли паха сĕнӳсем илчĕç.