2016-мĕш çулхи пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче «Сенкер инçет» олимпиадăн пĕтĕмлетÿллĕ тапхăрĕ иртет. Унта олимпиадăн пĕрремĕш тапхăрĕнче (10.12.2015 ç.) çителĕклĕ балл пухнă шкул ачисем (пĕтĕмлетĕвĕсемпе ятарлă страницăра паллашма пулать) тата иртнĕ вĕренÿ çулĕнчи олимпиадăра мала тухнă çамрăксем хутшăнма пултараççĕ.

Черетлĕ ăмăртăва килес кăмăллисен пуш уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне This email address is being protected from spambots. You need JavaScript enabled to view it. эл. адреспа заявка-анкета ямалла (унăн тĕслĕхне Регламентри Хушса панинче пăхăр).

Шкул ачисемпе вĕсен вĕрентекенĕсен олимпиадăна çак адреспа çитмелле: Шупашкар хули, Университет урамĕ, 38-мĕш çурт («Университет» чарăну, троллейбус – 1, 4, 14, 21, маршрут таксийĕ – 32, 35, 49, 52, 63).

Регистраци вăхăчĕпе вырăнĕ: 10.30 – 11.00 (ЧПУн Культура керменĕ, 2-мĕш хутри фойе). Олимпиада 11.00 сехетре уçăлать, 11.30 сехетре пуçланать.

Шкул ачисен хăйсемпе пĕрле çак документсем пулмалла:

1) Паспорт (вăл пропуск шутланать);

2) Шкулта (хăш шкулта тата миçемĕш класра) вĕреннине ĕнентерекен справка.

Республикăн инçетри районĕсенчен тата ытти регионсенчен килес тĕллевлисене университет общежити пÿлĕмĕпе тивĕçтерме пултарать. Ун пирки 89276665362 номерпе шăнкăравласа деканăн наука енĕпе ĕçлекен çумĕпе, Ольга Геннадиевна Владимировăпа, маларах калаçса татăлмалла. Олимпиадăна хутшăнакансем çул, пурăнмалли пÿлĕм, апатлану тăкакĕсене хăйсем çине илеççĕ.

Жюри олимпиада çĕнтерÿçисене иккĕмĕш тапхăр хыççăн палăртать.

Хапăл туса кĕтетпĕр!