Пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче чăващ тата вырăс филологийĕпе журналистика факультетĕнче «Сенкер инçет» олимпиадăн пĕтĕмлетӳллĕ тапхăрĕ иртрĕ. Унта раштав уйăхĕнчи онлайн-ăмăртура палăрнă 96 шкул ачи хутшăнма кăмăл турĕ.

Çак илемлĕ çурхи кун факультет ĕçченĕсем чăваш чĕлхипе тата литературипе кăсăкланакан çамрăксемпе шкул вĕрентекенĕсене, Чăваш Енĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен тата Тутарстанран килсе çитнĕскерсене, университетăн çутă аудиторийĕнче хапăл туса кĕтсе илчĕç. Факультет деканĕ А.М. Иванова, пултаруллă çамрăксемпе ĕçлекен центр ертÿçи Д.А. Троешестова, деканăн вĕренÿ тата ăслăлăх енĕпе ĕçлекен çумĕсем Г.Г. Ильинапа О.Г. Владимирова вĕсене салам сăмахĕсем каларĕç, факультетпа паллаштарчĕç.

Мероприятире кашни вĕренекенех алла абитуриент валли хатĕрленĕ тĕрлĕ буклет тата олимпиадăна хутшăннине çирĕплетекен диплом илме пултарчĕ.

Халĕ чăваш филологийĕпе культура кафедрин вĕрентекенĕсенчен суйланă ятарлă жюри олимпиада ĕçĕсене хакласа çĕнтерÿçĕсене палăртма тивĕçлĕ.