Факультетри чăваш уйрăмĕнче ăс пухакан студентсем вĕренӳре кăна мар, сцена çинче те хастарлăх кăтартаççĕ. Акă нумаях пулмасть Галина Скворцова режиссер ертсе пыракан Халăх театрĕ Н. Сидоров пьеси тăрăх лартнă «Пуçа килсен – пуçана» ятлă спектакльпе куракан умне тухрĕ.

Трактор тăвакансен керменĕн пĕчĕк залне халăх туллиех пуçтарăнчĕ. Артистсем хушшинче пирĕн факультет студенчĕсем Георгий Смирновпа Крестина Мишанкина пулни пире самаях савăнтарчĕ. Ку çеç те мар, иртнĕ çулсенче пирĕн патăмăрта вĕреннĕ Ирина Сарбаевăпа Алена Алтухова та Халăх театрĕн артисчĕсем-мĕн. Кунта, паллах, студентсемшĕн ырми-канми тăрăшса ĕçлекен И.И. Иванов доцентăн, К. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрĕн артисчĕн, режиссерĕн тӳпи те питĕ пысăк пулнине асăнмаллах. Шăпах вăл тăрăшнипе факультетри çамрăксем театр ăслайĕсене алла илеççĕ. Студент çулĕсенче сăвă каласа е юрласа артист пурнăçĕпе «пурăнса курнăскерсене» çак ăсталăх кайран та пурнăçра пулăшса çеç пырать.