Чăваш наци конгресĕ Чăваш Ен экономика аталанăвĕн министерстви пулăшнипе пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче Шупашкарти филармони залĕнче регионсем хушшинчи «Кĕмĕл сасă – 2016» фестиваль ирттерчĕ. Тĕрлĕ регионта пурăнакан чăвашсене пĕрлештерекен конкурса И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче 3-мĕш курсра вĕренекен Елена Арсентьева хутшăнчĕ. «Кĕмĕл сасă – 2016» фестивальте «Чи çепĕç саслă юрăç» хисеплĕ ята çĕнсе илчĕ.

Çепĕç саслă юрăçăмăра черетлĕ çĕнтерÿпе саламлатпăр. Пултарулăху, вăй-халу, ăнтăлăву ан иксĕлтĕр!