Пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче Чăваш чĕлхин икĕ чĕлхеллĕ наци корпусĕн хăтлавĕ иртрĕ. Унта чăваш филологийĕпе культура уйрăмĕн студенчĕсемпе преподавателĕсем те хутшăнчĕç. Мероприятие йĕркелекенĕ – Чăваш халăх сайчĕн администраторĕ Николай (Аçтахар) Плотников. Вăл сайтăн тĕллевĕсене уçса пачĕ, унпа мĕнле ĕçлемеллине ăнлантарчĕ. Хăтлавăн тĕллевĕ пĕлтерĕшлĕ: сайта чăвашла-вырăсла куçарусемпе пуянлатма пулăшакансене тупса палăртасси, Чăваш чĕлхин икĕ чĕлхеллĕ наци корпусĕпе ĕçлеме хăнăхтарасси.

Сайт администраторне Николай Плотникова чăваш халăхĕшĕн ырă, сумлă ĕç пуçарнăшăн факультет ячĕпе тав тăватпăр!