«Кулăш, ĕçре пулăш!» теççĕ чăвашсем. Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче иртекен уява, календарьте хĕрлĕпе паллă туман пулин те, пирĕн факультетра чăн-чăн уяв вырăннех йышăнаççĕ. Вĕренӳре, тĕрлĕ ĕç-хĕлре пĕр шухăшлă пулни куллен пулăшса, хавхалантарса пынине факультетра кашниех аван ăнланать. Акă, кăçал та чăваш уйрăмĕнче ăс пухакан студентсем И.И. Иванов доцент пуçарăвĕпе 434-мĕш аудиторине пуçтарăнчĕç.

Кунта куçăн вĕренекенсем çеç мар, 10 уйăх вĕренсе иккĕмĕш диплом илме ăнтăлакан студентсем те пур-мĕн. 3-мĕш курсра ăс пухакан Мария Самделовапа Елена Арсентьева уяв ертӳçисем пулса тĕрлĕ шӳт-кулăш каласа панинчен пуçларĕç хаваслă уява. 1-мĕш курс студенчĕ Виолетта Аниферова та вĕсенчен кая юлмарĕ. Кулăш урапине Сергей Хмелев студентпа (4 курс) Дмитрий Ефимов аспирант та кӳлĕнчĕç, пухăннă йыша хырăм тыттарсах култарчĕç. Тĕрлĕ савăнăçлă номерсем, юрă-ташă студентсемпе преподавательсене култарчĕç çеç мар, Георгий Смирнов купăсçă вăййи майăн ура хуçсах ташлаттарчĕç те.