Ака (апрель) уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи эрнине халалласа вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕ И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн тĕрлĕ факультечĕсенче вĕренекен студентсем валли «Чăваш чĕлхи» интернет-олимпиада ирттерет.

Олимпиадăна хутшăнакансен http://moodle.chuvsu.ru адреспа сайта кĕрсе «Чăваш чĕлхипе иртекен интернет-олимпиада» пайра регистрациленмелле, ыйтусем çине хуравламалла.

Çĕнтерÿçĕсене ака (апрель) уйăхĕн 28-мĕшĕнче дипломсем парса чыслăпăр (15.00 сехетре, 434-мĕш аудиторире). Хапăл тăватпăр!

ИНФОРМАЦИ ÇЫРĂВĔ.