Чăваш чĕлхи кунне халалласа Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен министерстви, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ, "Хыпар" хаçат редакцийĕ, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телекуравĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогикауниверситечĕ ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче "Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2016" акци ирттерчĕç.

Пархатарлă акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумне-хисепне ӳстересси. Кăçал диктант тăваттăмĕш хут иртрĕ, çулсерен ун пĕлтерĕшĕ ӳссе пыни сисĕнет. Йĕркелӳçĕсем пĕлтернĕ тăрăх, диктанта пурĕ 6374 çын çырнă.

Пĕтĕм чăваш диктантне икĕ тĕрлĕ хутшăнма май пулнă: хăнăхнă мелпе тата радио итлесе. Аудиторире çырма кăмăл тăвакансене И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогикауниверситетĕнче, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче, Чăваш Республикин вĕренӳ институтĕнче тата Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ професси колледжĕнче кĕтнĕ. Çавăн пекех акцие ялсемпе районсенчи ятарлă вырăнсенче те хутшăнма май пулнă. Хăйсене тĕрĕслесе пăхас текенсем диктант текстне Чăваш наци радиовĕн тӳрĕ эфирĕнче итлесе хăйсем пурăнакан вырăнта çырнă.

Кăçал диктант текстне паллă чăваш çыравçин Александр Артемьевăн «Çăкăр хакĕ» повеçĕнчен илнĕ. Диктант шкулта вĕреннĕ чухне çырнисенчен уйрăлса тăрать. Ăна орфографипе пунктуацин тĕрлĕ правилипе кăткăслатнă. Çăкăр хакĕ тăварлă тар тути калать, çавăнпа та ăна упрама хистет пире автор. Текст тарăн шухăшлă та кăсăклă.

Пархатарлă акци патшалăх тытăмĕнче ĕçлекенсене, культурăпа искусство ĕçченĕсене, студентсемпе шкул ачисене – чăваш чунлă мĕн пур çынна пĕрлештерчĕ.

"Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2016" пĕтĕмлетĕвĕсем

Çыру ĕçне хутшăннă 6374 çынран:

"5" илекенсем 1708 çын (26,80%);

"4" илекенсем 2522 çын (39,57%);

"3" илекенсем 1808 çын (28,36%);

"2" илекенсем 334 çын (5,24%);

текста туллин ярса паманнипе ĕçне хакламаннисем 2 çын (0,03%).

"Пиллĕк" илнисен ячĕсене, чыслав ăçта тата хăçан иртессине çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче сайтра пĕлме пулĕ.