Йăлана кĕнĕ йĕркепе, майăн 1-мĕшĕнче, Çуркуннепе ĕç уявĕн кунĕнче, Шупашкарта демонстраци иртрĕ.

Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, Пĕтĕм Раççейри "Единая Россия" политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов; Шупашкарти предприятисемпе организацисен, аслă тата вăтам вĕренӳ учрежденийĕсен, шкулсен тата ача сачĕсен, культурăпа сывлăх сыхлав учрежденийĕсен ĕç коллективĕсем, политика партийĕсен пайташĕсем хутшăнчĕç. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн йышне А.Ю. Александров ректор ертсе пычĕ.

Ялавсем, плакатсем тата чечексем йăтса Шупашкар çыннисемпе хăнисем хуламăрăн тĕп урамĕсемпе савăк кăмăлпа утса тухрĕç.

Кăçал Майăн 1-мĕшĕ мăнкунпа пĕр вăхăтра лекрĕ, çавна май мероприяти йĕркелӳçисемпе аниматорсем ĕç коллективĕсене харăсах икĕ уявпа саламларĕç.

Ăшă та хĕвеллĕ çанталăк демонстрацие хутшăнакансен кăмăлне, уяв туйăмне çĕклерĕ.