Майăн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче Владимир Галошов ӳкернĕ «Эткер» кинофильмăн презентацийĕ пулчĕ. Мероприятире чăваш филологи уйрăмĕнче вĕренекен студентсем, Г.Г.Ильина доцент, А.Юрату поэт, "Аксар" студин ертӳçи В.Иванов, В.Карсаков режиссер, «Çĕнъял» фольклорансамблĕн ертӳçи З.Яковлева, А.Абрамов журналист, ЧПУ истори музейĕн ертӳçи О.Галошева, библиотека ĕçченĕ В.Архипова пулчĕç.

В.Галошев ӳкернĕ фильмри студентсем те пирĕн факультетран вĕренсе тухнăскерсем пулчĕç. Курава хутшăнакансем фильма хакласа тĕрлĕ енчен пахаларĕç, сĕнӳсем пачĕç, авторне ăнăçу сунчĕç.