Maй уйăхĕн 12-мĕшĕнче К.В. Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче «Иванов вулавĕсем» конференци иртрĕ. Аслă поэтăмăра халалланă мероприятие преподавательсем, музейпа архив ĕçченĕсем, тĕп хуламăрти аслă вĕренӳ заведени студенчĕсем хутшăнчĕç.

2-мĕш хут иртекен Иванов вулавĕсене музейăн ертӳçи И.В. Оленкина уçрĕ, конференцие çулсеренех ирттерме палăртнине пĕлтерчĕ, ĕçлĕ уява хутшăнма кăмăл тунă студентсене тав сăмахĕ каларĕ. Пленарлă ларура Чăваш Республикин электрон тата кинодокументаци архивĕн ĕçченĕ В.Г. Кочешкова "Праски Витти тата К. Иванов поэзийĕн тĕнчи" мультимедиллĕ изданипе паллаштарчĕ, сăрăçă пултарулăхĕнче Кĕçтенттин Иванов еткерĕ пысăк вырăн йышăннине палăртрĕ.

Пирĕн студентсем те кăсăклă темăсемпе тухса калаçрĕç. Доклачĕсем анлă тематикăллă пулчĕç: чăваш фольклорĕнчи кăвакарчăн сăнарĕ, салтак юррисен хăй евĕрлĕхĕ, В.Р. Самойлов-Раштавăн пултарулăх тĕнчи т.ыт.те. Конференцие хутшăнакансене пурне те сертификат парса чысларĕç.

Чăваш халăхĕшĕн, сăмахлă культурăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятисем ирттернĕшĕн музей коллективне факультетăмăр ячĕпе тав сăмахĕ калатпăр.

III Иванов вулавĕсене кĕтетпĕр!