Май уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче Ермей Иванович Рожанский çуралнăранпа 275 çул çитнине халалланă «çавра сĕтел» иртрĕ. Ăслăлăх канашĕн залĕнче ăсчахсем, аслă шкул вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсенче вăй хуракансем пуçтарăнчĕç. Вĕсем пĕрремĕш чăваш грамматикине çыракан, чăваш литературинче очеркĕсемпе тата тĕрлĕ куçарăвĕсемпе палăрнă Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи паллă чăвашăн кун-çулĕ, ĕçĕ-хĕлĕ пирки калаçрĕç.

Чăваш филологийĕпе культура уйрăмĕн студенчĕсем Ермей Рожанский пултарулăхне 1-мĕш курсра вĕренеççĕ. Çавра сĕтеле хутшăнса вĕсем хăйсен пĕлĕвне тата та анлăлатрĕç.