Çуркуннепе Ĕç уявĕнче ЧНК çамрăксен "Хастар" ушкăнĕпе культура комитечĕ Хĕрлĕ лапамри театр умĕнче савăнăçлă концерт йĕркелерĕ.

Кăнтăрла иртсе виçĕ сехетрен пуçласа пилĕк сехтчен кунта чăваш эстрада юрри илемлĕн янăрарĕ. Савăнăçлă уяв концертне пуçласанах Шупашкар хула çыннисене тата килнĕ хăнасене ЧНК Президенчĕ Николай Угаслов Çурхи уявпа тата Мăнкунпа чун-чĕререн саламларĕ.

Программăра тава тивĕçлĕ артистемпе пĕрлех тинтерех çеç эстрада юррин асамлăхне туйма пуçланă çамрăк юрăçсем те пулчĕç. Концерта пирĕн студентсем - "Хастар" çамрăксен ушкăнĕн председателĕ Владислав Московцевпа унăн çумĕ Мария Самделова ертсе пычĕç. Маттур вĕсем!