Çy yйăхĕн 19-21-мĕшĕсенче Сыктывкар хулинче коми халăхĕн çыравçи, просветителĕ Каллистрат Фалалеевич Жаков çуралнăранпа 150 çул çитнине халалласа пĕтĕм тĕнче симпозиумĕ иртнĕ. Ĕçлĕ уява Раççей тата чикĕ леш енчи паллă ăсчахсем хутшăннă. Koми халăхĕн сумлă çыннисене, хаклă хăнисене Чăваш патшалăх университечĕн делегацийĕ ячĕпе филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, чăваш филологийĕпе культура кафедрин профессорĕ В.Г. Родионов саламланă.

Виталий Григорьевич "К.Ф. Жаков пултарулăхĕн еткерĕ" секцие ертсе пынă, итлекенсене ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнчи чăваш тата коми сăвăçисен хайлавĕсенчи поэтика мифологийĕн уйрăмлăхĕсемпе паллаштарнă. Симпозиумра К. Жаковăн халăха çутта кăларас ĕç пĕлтерĕшне пысăка хурса хакланă.