Чӑваш Енре çулленех «Литературӑллӑ Чӑваш Ен: чи вуланакан кӗнеке» ятпа республикӑри вырăсла тата чăвашла çыракансен конкурсĕ иртет. Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче çак конкурса пĕтĕмлетрĕç. Унта филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Ю.М. Артемьев ертсе пыракан тӳресен ушкӑнӗ чӑвашла тата вырӑсла 337 хайлава хакласа çĕнтерӳçĕсене палăртнă. Чи анлӑ сарӑлнӑ кӗнекесене палӑртма пĕтĕмпе 83 пин те 22 сасӑ пухнă-мĕн. Çак ĕçе пĕтĕмпех тĕрлĕ районсенчи библиотекарьсем тăрăшнипе тума май килнĕ.

Хайлавсене «Чи вуланакан проза», «Чи вуланакан поэзи», «Чи вуланакан ача-пăча хайлавĕ» тата ытти номинацисемпе хакланă. 2015 çулхи «Чи вуланакан ача-пăча хайлавĕ» номинацире пирĕн ĕçтешĕмĕрĕн Е.П. Чекушкинан (Елена Нарпин) «Пӑрлӑ шыври хӗвел пайӑрки» кĕнеки чи вулаканнисен йышне лексе пĕрремĕш вырăна тухнă.