Патшалăх чĕлхисене аталантарас тата халăхсем хушшинчи туслăха çирĕплетес тĕллевпе Раççей Федерацийĕн вĕренӳпе ăслăлăх министерстви тата Хусан (Атăлçи) федераци университечĕ Раççей республикисен патшалăх чĕлхисемпе (çав шутрах чăваш чĕлхипе те) олимпиада ирттерет. Унта 10-11 классенче вĕренекенсем тата студентсем хутшăнма пултараççĕ.

Олимпиада регион тата пĕтĕмлетӳ тапхăрĕсенчен тăрать. Регион тапхăрне Чăваш Республикин вĕренӳпе çамрăксен политикин министерстви тата «Эткер» центр ирттереççĕ, вăл юпа уйăхĕн 1-15-мĕш кунĕсенче иртĕ. Пĕтĕмлетӳ тапхăрĕ чӳк уйăхĕн 2-4-мĕш кунĕсенче Мускавра пулать.

Олимпиадăна хутшăнма кăмăл тăвакансен http://kpfu.ru/vserossijskaya-olimpiada.html сайтра авăн уйăхĕн 25-мĕшĕччен регистрациленмелле, тулли информацие те çак адреспах вырнаçтарнă.

Ыйтса пĕлмелли телефон: (8352)585628 («Эткер» центр, This email address is being protected from spambots. You need JavaScript enabled to view it.).


Олимпиада пирки çыру

Положени

Методика кăтартăвĕсем