Чăвашсем авалтанах хăйсен сăмахлăхĕнче кĕркунне пуян пулнине палăртнă: "Кĕркунне курак та пуян", "Кĕркунне çук çын умĕнче те кĕреке", "Кĕрте салакайăк та сăра тăвать", "Кĕр тулăхĕ тулă çитерет"… Тулăх кĕркунне çитнĕ май пирĕн университетра та çуллен "Кĕр парнисем" курав-фестиваль иртет. Кунта аслă шкул ĕçченĕсем хăйсем хатĕрленĕ кĕрхи пуян çимĕçсенчен курав йĕркелесе Раççей çĕрĕ-шывĕ, Чăваш ен тавралăхĕ епле пуян пулнине кăтартаççĕ.

Вырăспа чăваш филологийĕ тата журналистика факультечĕн преподавателĕсем те ку мероприятие кашни çулах хутшăнаççĕ. Пирĕн кăçалхи курав «Çырла миксĕ» (Ягодный микс) ятпа иртрĕ. Преподавательсем çу каçипе тĕрлĕ çырларан хатĕрленĕ пылак çимĕç пурин çăварне те шыв килтерчĕ темелле. Кунта мĕн тĕрлĕ кăна варени çукчĕ пуль: хăмла çырлипе хурлăханран пуçласа инжиртан пĕçерни таранах. Кедр шишкисенчен тунă варени вара уйрăмах пурин кăмăлне те кайрĕ. Пирĕн сĕтел тулăх пултăр тесе факультет деканĕ А.М. Иванова, О.Г. Владимирова, И.Н. Бакина доцентсем, Д.Р. Ефимов документовед уйрăмах тăрăшнине палăртса хăварас килет. Факультет «Ягодный микс» номинацири диплома тивĕçрĕ.