Патшалăх чĕлхисене аталантарас тата халăхсем хушшинчи туслăха çирĕплетес тĕллевпе Раççей Федерацийĕн вĕренӳпе ăслăлăх министерстви тата Хусан (Атăлçи) федераци университечĕ Раççей республикисен патшалăх чĕлхисемпе (çав шутрах чăваш чĕлхипе те) олимпиада ирттерет.

Олимпиада регион тата пĕтĕмлетӳ тапхăрĕсенчен тăрать. Регионти тапхăра Чăваш Республикин вĕренӳпе çамрăксен политикин министерстви тата «Эткер» центр ирттереççĕ, вăл юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче иртет. Олимпиадăн пĕрремĕш тапхăрĕнче 200 яхăн студент тата 10-11-мĕш класра вĕренекен шкул ачисем хутшăнаççĕ. Регистраци 10 сехетре пуçланать, олимпиада 10.30 сехетре уçăлать. Адрес: Шупашкар хули, Университет урамĕ, 38-мĕш çурт («Университет» чарăну, троллейбус – 4, 1, 14, 21, маршрут таксийĕ – 32, 35, 49, 52, 61).

Пĕтĕмлетӳ тапхăрĕ чӳк уйăхĕн 2-4-мĕш кунĕсенче Мускавра пулать.

Ыйтса пĕлмелли телефон: (8352)585628 ("Эткер" центр, This email address is being protected from spambots. You need JavaScript enabled to view it.), 8 919 67 07 449 (Иванова Алена Михайловна, вырăспа чăваш филологийĕ тата журналистика факультечĕн деканĕ).