Ыркăмăллă çынсем, тавралăхри тасалăх, тăнăçлă лару-тăру. Çакăн пек хуравлаççĕ Кунта вĕренекен ют çĕршыв студенчĕсем вĕренме мĕншĕн Чăваш ене килнине ыйтсан. Чăваш патшалăх университетĕнче пин ытла чикĕ леш енчен килнĕ çамрăк пĕлÿ пухать. Вĕсем мĕнлерех пурăннипе пирĕн пултарулăх ушкăнĕ паллашрĕ.