Юпа уйăхĕнче Раççей Федерацийĕн вĕренӳпе ăслăлăх министерстви патшалăх чĕлхисене аталантарас тата халăхсем хушшинчи туслăха çирĕплетес тĕллевпе Раççей республикисен патшалăх чĕлхисемпе чылай регионта олимпиадăн пĕрремĕш тапхăрне ирттерчĕ.

Чăваш чĕлхи олимпиадин регион тапхăрĕ юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче Шупашкарта, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче иртрĕ. Чăваш чĕлхин вăрттăнлăхне, асамлăхне мĕн ачаран ăша хывса çитĕннĕ яш-кĕрĕм хăйĕн тавракурăмне тĕрлĕ енлĕ тĕрĕслерĕ: тăван чĕлхе теорийĕн ыйтăвĕсене тишкерчĕ, чĕлхе саккунĕсене пĕлнине çирĕплетрĕ, эссе çырчĕ, чăвашларан вырăсла, вырăсларан чăвашла илемлĕ текст куçарчĕ.

Жюри (Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн доценчĕсем А.С. Егорова тата Н.Г Иванова, вырăспа чăваш филологийĕ тата журналистика факультечĕн деканĕ А.М. Иванова, чăваш филологийĕпе культура кафедрин доценчĕсем О.Г. Владимирова, И.В. Софронова, Е.П. Чекушкина, Е.Р. Якимова, Чăваш Республикин вĕренӳпе çамрăксен политикин министерствин Çыннăн кăмăл-сипет аталанăвĕн тата наци вĕренĕвĕн центрĕн ертÿçи И.А. Степанова) шкул ачисемпе студентсен ĕçĕсене тимлĕ тишкерсе çĕнтерÿçĕсемпе призерсене палăртрĕ.

Чăваш уйрăмĕнче вĕренекен Мария Самделова, Иванова Лариса, Романова Людмила тата Виолетта Аниферова призер шутне кĕме пултарчĕç. Сумлă ята тивĕçнĕшĕн эпир вĕсене саламлатпăр, тав тăватпăр, малашне те хастар, хыт утăмлă пулма сунатпăр!