Юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕнче "Чăвашлăха аталантаракан чи лайăх шкул" конкурсăн ĕçĕсене пăхса тухрĕç. Жюрире Чăваш наци конгресĕн вĕренӳпе ăслăлăх комитечĕн ертÿçи Геронтий Никифоров, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн наци вĕренĕвĕн пай пуçлăхĕ Ирина Степанова, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ Алена Иванова, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогикa yниверситечĕн доценчĕ Татьяна Денисова тата Шупашкарти 29-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Вера Фомина ĕçлерĕç. Вĕсем 17 шкултан 5 шкул суйласа илчĕç.

Пилĕк шкултан кашниех хăй евĕрлĕх пуррипе палăрать. Пĕри республика шайĕнче этнокультура программипе тĕрлĕ шайлă проектсемпе сăнавлă ĕçлет. Тепри ал ĕç ăсталăхне алла илме вĕрентнипе палăрать, класс тулашĕнчи чăвашлăхпа çыхăннă ĕçсене ачасемпе пĕрле ашшĕ-амăшне хастар явăçтарать. Виççĕмĕшĕ этнокультура мероприятийĕсене тухăçлă ирттерет. Тăваттăмĕшĕ общественноçа чăваш чĕлхипе тата культурăпа кăсăклантарма пултарать. Пиллĕкмĕшĕ ачасен çуллахи канăвне чăвашлăхпа ăнăçлă çыхăнтарса йĕркелет.

Çывăх вăхăтра жюри суйласа илнĕ 5 шкула çитет, кашнинпе уйрăммăн паллашать, «Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен» калакан саккуна мĕнле пурнăçланине вырăнта тĕрĕслет.

Жюри «Чăвашлăха аталантаракан чи лайăх шкул» конкурс чыславне кăçалхи чӳк уйăхĕн иккĕмĕш çурринче ирттерме палăртрĕ.