И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕ 9-11 класра вĕренекен шкул ачисем тата техникум-колледж студенчĕсем валли «Чăваш литературинчи ĕç çынни теми» интернет-олимпиада ирттерет. Ăмăрту чÿк уйăхĕн 22-мĕшĕнче уçăлать. Чăваш халăхĕн сăмахлă культурипе кăсăкланакан яш-кĕрĕме унта хастар хутшăнма чĕнетпĕр!

Чÿк уйăхĕн 22-мĕшĕнче, уйăрса панă вăхăтра (09.30 – 19.00 сехетсенче), вĕренекенсем олимпиада ыйтăвĕсене хуравлама пултарĕç. Олимпиадăна хутшăнма кăмăл тунисен чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа ЧПУн Moodle инçет вĕрентÿ системинче çырăнмалла (регистрациленмелле): http://moodle.chuvsu.ru.

Регистрациленмелли йĕрке.

Олимпиада положенийĕ.

Çĕнтерÿçĕсене раштавăн 10-мĕшĕнче вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче дипломсемпе чыслăпăр (15 сехетре, 434-мĕш пÿлĕмре).