Пултаруллă çамрăксене тупса палăртас, вĕсене чăваш чĕлхипе литературине, культурине тĕпчеме хавхалантарас, çав енĕпе аталанма, профессилле çул-йĕрне суйлама пулăшас тата аслă пĕлÿ илмелли йĕркепе паллаштарас тĕллевсемпе Чăваш Енри тата ун тулашĕнчи 8-11-мĕш классенче вĕренекен шкул ачисене «Сенкер инçет» / «Голубой горизонт» олимпиадăна йыхравлатпăр.

Ăмăртăва хутшăнакансен хăйсен пĕлĕвне çак предметсемпе кăтартма май пур: чăваш чĕлхипе литератури (чăваш шкулĕсем) тата чăваш чĕлхипе литератури (вырăс шкулĕсем).

Олимпиада икĕ тапхăрпа иртет:

I тапхăр (куçăн мар) – 2016 çулхи чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнче (тĕнче тетелĕнче: http://moodle.chuvsu.ru.);

Регистрациленмелли йĕрке.

II тапхăр (куçăн) – 2017 çулăн пуш уйăхĕнче (факультетра).

Чăваш культурин илĕртÿллĕ инçечĕсене пĕрле уçар!